Патшалăх Пухăвĕ иккĕмĕш вулавра виçĕ çул мăшăрланура тăракансене çеç вăхăтлăха пурăнма ирĕк паракан документсем парасси çинчен калакан сакккун йышăннă.
«Раççей хаçачĕ» пĕлтернĕ тăрăх, мигрантсем суя мăшăрлану тутарма 500 пин тенкĕ тÿленĕ пулнă. РФ ШĔM статистикин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, çак мелпе ытларах Азербайджан, Армени, Узбекистан çыннисем усă курнă. 2017-2023 çç вăхăтлăха пурăнма ирĕк паракан документсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ.
Пирĕн çĕршывра вăрах вăхăт пурăнма ирĕк паракан документа çăмăллатнă майпа илме Раççей çыннипе пĕрлешсе çуралнă ачасен ашшĕ-амăшсен те ирĕк пур. Раççейре вăрах вăхăт пурăнма ирĕк илес текенсен ачипе, унăн амăшĕпе е ашшĕпе виçĕ çултан кая мар пĕрле пурăннине, хуçалăх тытнине, ачине пĕрле воспитани панине суд урлă çирĕплетмелле.