«Пирĕн пата темиçе теçетке çĕршывран пилĕк пине яхăн çын килчĕ. Форум анинче вĕсем отрасле аталантармалли çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе тата шухăшĕсемпе паллашĕç. Эпир паллă спорт паттăрĕсене – Олимп чемпионĕсене, тĕнче чемпионĕсене, паллă тренерсене – йышăнма уйрăмах хавас. Республикăра пурăнакансем Пушкăртстанра чапа тухнă тараватлăхăн чи лайăх йăлисене çĕнĕрен палăртасса шанатăп», - пĕлтернĕ Радий Хабиров.
Йăлана кĕнĕ тăрăх «Раççей – спорт патшалăхĕ» форум çĕршыв ертÿçи хутшăннипе иртет. Çавна май Ĕпхÿ хулине Владимир Владимирович та килсе çитĕ. Вăл Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт Канашĕн ларăвне ирттерĕ.
«Патшалăх ертÿçине Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне хăпартнă пысăк спорт объекчĕсемпе - Кĕрешÿ керменĕ, Фехтовани центрĕ, Кимĕпе авăсмалли слалом комплексĕ - паллаштарăпăр. Хальхи саманапа килĕшсе тăракан спорт комплексĕсем форумăн чи лайăх еткерĕсем пулса юлĕç. Пирĕн ачасем спорта килсе чи лайăх условисенче хул-çурăмĕсене çирĕплетĕç», - палăртнă регион ертÿçи.
«Раççей – спорт патшалăхĕ» форум октябрь уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенчен Ĕпхÿ хулинче иртет. Унта 100 çĕршывран 5 пин делегат хутшăнĕ. Виçĕ кун хушшинче Пушкăртстан Республикин тĕп хулинчи сакăр лапамĕнче 40 ытла мероприяти иртет. Вĕсен шутĕнче - спорт ăмăртăвĕсем, культура программисем, ĕçлĕ сессисем, Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт Канашĕн ларăвĕ.