Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
18 Октябрӗн , 11:50

Владимир Путин республика ертÿçипе Радий Хабировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир  Путин Пушкăртстанри ĕçлĕ çул çÿреве вĕçлесе октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче регион ертÿçипе Радий Хабировпа тĕлпулу ирттернĕ.  - Радий Фаритович, сирĕнпе темиçе сехет хушши калаçатпăр, ĕçлетпĕр. Эсир республикăри лару-тăру епле йĕркеленсе пыни çинчен каласа пама пуçларăр. Çапах та, тен, уйрăмăн мĕн çинче те пулсан чарăнса тăрасшăн, тата мĕн те пулсан хушса каласшăн? - тенĕ Владимир Путин тĕлпулăва уçнă май.

Владимир Путин республика ертÿçипе Радий Хабировпа ĕçлĕ  тĕлпулу ирттернĕ
Владимир Путин республика ертÿçипе Радий Хабировпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Республика ертÿçи Президента «Раççей – спорт патшалăхĕ» форума Пушкăртстанра ирттерме йышăннăшăн тав тунă. Çакă  тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарассине палăртнă.

Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтри тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл  -  ятарлă çар операцине пулăшасси.

 - Пурте çак енĕпе ĕçлетпĕр. Пĕрремĕш тĕп тĕллев  - хамăр ачасене, салтаксене, пулăшасси. Владимир Владимирович, сире тав тăвасшăн. Сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче эсир Суфияров лейтенанта вилнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята парса чысларăр. Тĕлĕнмелле паттăрла ĕç. Материалсене вуланă  чух ку Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиех тесе калас килет. Вăл юлашки сывлăшĕ тухичченех çапăçнă. Хăйне çавăрса илнĕ самантра вăл пĕчченех юлнă  тата аманнă пулнă. Парăнасшăн пулман, хăйне те, тăшмана та сирпĕнтернĕ. Пысăк тав, эпир унăн çемйипе ĕçлетпĕр, - каласа панă Радий Хабиров.

Çĕршыв Президенчĕ вĕсем чăн-чăн паттăрсем иккенне палăртнă.

Регион ертÿçи республикăра вун пĕр Раççей Геройĕ пулнине пĕлтернĕ. Ильдар Суфияров лейтенант  -  «Пушкăртстан» полкĕн иккĕмĕш Паттăрĕ.

 - Эпир хамăр салтаксене тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Чи пĕлтерĕшли – патшалăх çеç мар, çак ĕçе республикипех, кашни çын, хутшăнни. Нихăш район та айккинче пăрăнса юлман. Ялсенче  маскăсем те, окоп çуртисем те тăваççĕ. Çак ĕçе çĕнтерÿчченех малалла тăсăпăр.

Владимир Владимирович, эсир каланă сăмахсем патне тепĕр хут таврăнатăп. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри  - вăрçăран аманса таврăннисене реабилитаци иртме майсем туса парасси тата  вĕсене мирлĕ пурнăçа тавăрасси. Кĕркунне муниципаллă суйлав иртрĕ. Çартан таврăннă 35 çынна вырăнти хăй тытăмлăх управлени  органĕсен депутачĕсене суйларĕç. Ял Канашĕн председателĕсене суйланă çар çыннисем те пур. Салтаксен чи пултаруллă енĕсем мирлĕ пурнăç тума кирлĕ. Çак енĕпе эпир малалла та ĕçлĕпĕр. Сурансем туяннă салтаксен сывлăхне çирĕплетессине те пысăк тимлĕх уйăратпăр, - палăртнă Радий Хабиров.

     

 

  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: