Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн , 16:15

«Манăн укçа-тенкĕ» Пĕтĕм Раççейри çут ĕç эстафетин III тапхăрĕ иртет

2030 çулччен финанс пĕлÿлĕхне ÿстерес тата укçа-тенкĕ культурине йĕркелес тĕллевпе кăçалхи октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Манăн укçа-тенкĕ» Пĕтĕм Раççейри çут ĕç эстафетин III тапхăрĕ иртет.

«Манăн укçа-тенкĕ» Пĕтĕм Раççейри çут ĕç эстафетин III тапхăрĕ иртет
«Манăн укçа-тенкĕ» Пĕтĕм Раççейри çут ĕç эстафетин III тапхăрĕ иртет

Эстафетăн теми «Яваплă кредит» темăпа çыхăннă. Йĕркелÿçи – РФ Финанс министерстви, операторĕ – «Раççей Федерацийĕн Финанс министерствин Наукăпа тĕпчев финанс институчĕ» Финанс пĕлÿлĕхĕн дирекцийĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем, экономика енчен хастар çынсемпе аслă ÿсĕмрисем хутшăнма пултараççĕ. Эстафета шайĕнче пĕлÿ, çут ĕç, информаци тата йăпанмалли мероприятисем иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшакан укçа-тенкĕ культурине йĕркелесси пулса тăрать.

Информаци материалĕсемпе моифинансы.рф порталпа кирек хăш вăхăтра та паллашма май пур.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: