Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Октябрӗн , 12:18

Ĕмĕрлĕх çулăма ирсĕрлетнĕшĕн явап тыттарĕç

Салават хулинче кăмăлсăр пулăм пулса иртнĕ. Çамрăксем Ĕмĕрлĕх çулăма ирсĕрлетнĕ. Вырăнта пурăнакансен сăмахĕсем тăрăх, çулĕсем çитмен икĕ ача урисене тăхăнмалли пушмакĕсене çулăм çинче çунтарма пуçланă. Иртсе çÿрекенсем асăрхаттарнă хыççăн ачасем тÿрккесле хăтланма тытăннă, ятлаçнă, хăйсене сăн ÿкерттерме паман. Пĕри Ĕмĕрлĕх çулăма сÿнтертĕм тенĕ  те вырăнтан пăрахса кайнă

Ĕмĕрлĕх çулăма ирсĕрлетнĕшĕн явап тыттарĕç
Ĕмĕрлĕх çулăма ирсĕрлетнĕшĕн явап тыттарĕç

Салават хулинче кăмăлсăр пулăм пулса иртнĕ. Çамрăксем Ĕмĕрлĕх çулăма ирсĕрлетнĕ. Вырăнта пурăнакансен сăмахĕсем тăрăх, çулĕсем çитмен икĕ ача урисене тăхăнмалли пушмакĕсене çулăм çинче çунтарма пуçланă. Иртсе çÿрекенсем асăрхаттарнă хыççăн ачасем тÿрккесле хăтланма тытăннă, ятлаçнă, хăйсене сăн ÿкерттерме паман. Пĕри Ĕмĕрлĕх çулăма сÿнтертĕм тенĕ  те вырăнтан пăрахса кайнă.

Хальхи вăхăтра ку енĕпе тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ. Полици çамрăксене тупса палăртнă. Пĕри 12 çулта, тепри-15-ре. Çитменнине тата кĕçĕнни Шалти ĕçсен министерствинче учетра тăрать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: