+2 °С
Юр
Çуллă сăрă тултарнă банкăна сывлăш кĕрет пулсан — вăл типсе ларать. Çапла тăвăр: банкăна вăхăтлăха пуçхĕрлĕ çавăрса лартăр. Вара хушăксене сăрă питĕрсе лартать, тин сывлăш кĕми пулать.
Сирĕн бетон е кирпĕч стена çумне шуруп пăрса кĕртмелле тейĕпĕр. Ун валли шăтарнă хăвăла йывăç çапса лартма ан васкăр. Йывăç вырăнне юрăхсăр капрон чăлхана касса ваклăр та шăтăка чышса тултарăр. Малтан капрона хĕртнĕ пăта чиксе ирĕлтерĕр. Вара шуруп илĕр те хăвăрт пăрса кĕртĕр. Капрон хытса ларни шурупа çирĕп тытăнса тăма май парать. Кайран çав шурупа ирĕклĕнех кăларса илме, ăна çĕннипе улăштарма пулать.