Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Ноябрӗн , 12:08

Çăмăллăхлă майпа паракан эмелсем валли 7 млрд тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстанра 750 пин çыннăн çăмăллăхлă препаратсем, медицина хатĕрĕсем,  сиплĕ апат-çимĕç илме ирĕк пур. Правительствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта вĕсен нушисем валли 7 млрд тенкĕ уйăрнă.

Çăмăллăхлă майпа паракан эмелсем валли 7 млрд тенкĕ уйăрнă
Çăмăллăхлă майпа паракан эмелсем валли 7 млрд тенкĕ уйăрнă

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти Сывлăх сыхлав министерствине çăмăллăхпа усă куракансене кирлĕ япаласемпе вăхăтлă тивĕçтерме хушу панă.

Андрей Назаров сăмахĕсем тăрăх, кăçал асăннă укçа-тенкĕ шутне 700 млн таран ÿстернĕ. 1,5 млрд тенкĕ ытла федераллă бюджетран, 4,6 млрд тенкĕ ытла – регион хыснинчен.

Çав шутран 1,82 млрд тенкине йывăр чирпе чирлекен 3654 пациент валли ярĕç – вĕсене хаклă йышши эмелсем кирлĕ.

Республикăри 200 ытла  пациент Сайра чирпе чирлекен ачасене пулăшакан «Круг добра» фонд уйăракан укçа-тенкĕпе усă курать. Фонд çулталăк пуçламăшĕнчен хăй хÿттине илнĕ ачасене 2,2 млрд тенкĕ укçа уйăрнă.

«Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проект витĕмĕпе чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене тÿссе ирттернисене  пулăшас ĕç малалла пырать. Асăннă программа витĕмĕпе 24 160 пациента пулăшаççĕ.

«Сахăр диабечĕпе кĕрешесси» проект витĕмĕпе 1500 ытла ачана сахăр шайне тĕрĕслемелли материалсемпе тивĕçтереççĕ. Çак тĕллевсем валли 131 млн тенкĕ янă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: