Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Ноябрӗн , 13:00

«Çеçпĕлте» тавар туянакансене тарават

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче вырнаçнă «Çеçпĕл» лавкка 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче уçăлнă. Ун чухне вăл райпо лавкки шутланнă. Халĕ унăн хуçи – Эмма Соколова уйрăм усламçă.

«Çеçпĕлте» тавар туянакансене тарават
«Çеçпĕлте» тавар туянакансене тарават

Суту-илÿ точки ĕлĕкренех çынсене çывăх пулнă. Паянхи кун вара лавкка куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтернисĕр пуçне укçа-тенкĕ хывмалли банкомат пуррипе те хăй патне туртать. Кунта кĕрсе тухма кăмăллă, тирпейлĕ, таварсене сентресем çинче килĕшÿллĕн вырнаçтарнă. Лавккара çынсене кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур темелле. Вăл ял лавкки шутланать пулин те «Çеçпĕле» çынсем пырсах тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри тавар илнисĕр пуçне сутуçăсемпе кăштах калаçса чунне те пусарасшăн.
Лавккара сутуçăсен ĕçĕ çителĕклĕ. Эпир, ахаль тавар илекенсем, вĕсене сутă сĕтелĕ хыçĕнче тăнине, пире кăмăллăн кулса йышăннине çеç куратпăр. Анчах çаксем çăмăл мар профессин енĕсенчен пĕри çеç шутланаççĕ. Суту-илÿ ĕçченĕсен ĕç кунĕ, яланхи пекех, тавар кăларса вырнаçтарассинчен, таварăн срокĕ тухнипе тухманнине тĕрĕсленинчен тата ытти нумай ĕçрен пуçланать. Ĕç вырăнне йĕркене кĕртмелле, тавар туянакансене кăмăллăн кĕтсе илмелле. Ҫав вăхăтрах тавар илсе килеççĕ, ăна йышăнма, накладнойсем тăрăх тĕрĕслеме, малалла пĕр пайне хутаçсем ăшне чиксе çÿлĕксем çине вырнаçтарма ĕлкĕрмелле. Çаксене пурне те хăвăрт та тирпейлĕ тумалла, мĕншĕн тесен тавар туянакансене те вăхăт уйăрмалла.
«Çеçпĕл» лавккара тăватă сутуçă ĕçлет, кашнин суту-илÿ ĕçĕнче самаях пысăк стаж. Венера Соколова заведующи (сăн ÿкерчĕкре), Ирина Лушина, Лида Сатыева тата Гульназ Валиева сутуçăсем тавар туянма пыракансене яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, килĕшнĕ тавара суйласа илме пулăшаççĕ.
– Ял халăхĕ ытларах туянакан таварсем – çăкăр, «Базы ял хуçалăх кооперативĕ» ОООран илсе килнĕ сĕт, кăлпасси таврашĕ. Шкулти каникул вăхăтĕнче ачасем мороженăй, сок, пылак япаласем илме кĕре-кĕре тухаççĕ. Пысăк уявсем умĕн, Мăнкун е Çĕнĕ çул пек уявсенче, халăх йышлăн çÿреме пуçлать. Кирек мĕн чухлĕ çын килсен те, пурте лайăх кăмăлпа тухса каяççĕ, – каласа парать Венера Тимербаевна лавкка заведующийĕ.
Суту-илÿ тытăмĕнчи тепĕр паха ене палăртса хăварас килет: «Çеçпĕлте» эрех-сăра сутмаççĕ. Ял халăхĕ çакна мĕнле йышăннине шухăшлама çеç пултаратпăр. Мĕншĕн тесен кирек ăçта та çак шĕвеке уявра та, хурлăх пулсан та, ача çуралсан та, çын вилсен те сыпакансем пур. Асăннă йышăну черкке пĕрремĕш вырăна тухасран сыхланма пулăшасса шанас килет.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: