Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Ноябрӗн , 17:44

Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй

Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем çĕнтерĕве çывхартчăр тесе май пур таран тăрăшаççĕ, пулăшаççĕ.

Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй
Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй

Çак пахатарлă ĕçе вырăнти «Çеçпĕл» ансамбль юрăçисем (ертÿçи - Ирина Петрова вĕрентекен)  хастар илсе пыраççĕ. Вĕсем салтаксене вăрçă хирĕнче кирлĕ япаласем, тумтир, апат-çимĕç пуçтараççĕ, унсăр пуçне ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Пĕр хутчен çеç мар гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса районти волонтерсен центрне çитернĕ.  

Тетĕрпуçĕнчи ял клубĕнче йĕркеленĕ йышăну пунктне ырă кăмăллă ял çыннисем ăшă нускисем, перчеткесем, вырăн таврашĕ, одеялсем, апат-çимĕç илсе килеççĕ. «Çеçпĕл» ушкăн хастарĕсем вара вĕсене пуçтарса районти волонтерсем патне ăсатаççĕ. Ку хутĕнче Валерийпе Валентина Егоровсен çемйи ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли 70 кг пыл илсе килнĕ. Ырă тĕслĕхсем татах та пур.

 - Çак кунсенче ыр кăмăллăх концерчĕпе  Федоровка районĕнчи Теней ялне çитме палăртрăмăр. Шăмат кун вара хамăр ялта концерт йĕркелесшĕн. Кăмăл пуррисем кашниех пырса курма пултараççĕ. Пуçтарăннă укçа-тенке канмалли кунсенче салтаксем патне кайма хатĕрленекен волонтерсенчен радиоэлектронлă кĕрешÿ хатĕрĕсем (РЭБ) туянма парса ярасшăн. Пĕрле пулар, пĕрлĕхре - вăй, - тет «Çеçпĕл» ансамбль ертÿçи Ирина Петрова.

Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй
Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй
Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй
Пĕрле пулар, пĕрлĕхре – вăй
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: