0 °С
Пӗлӗтлӗ
Ача-пăчаллă çемьесене пулăшассин пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри – хамăр çĕршывра туса кăларакан пахалăхлă та хăрушсăр (Раççейре йышăннă стандартсемпе килĕшÿллĕн) ача-пăча таварĕсен индустрине аталантарасси шутланать, - палăртнă министрсен кабинечĕн пресс-службинче.
Республикăра ача-пăча таварĕсемпе теттисене туса кăракансен кластерне йĕркеленĕ. Унăн йышне Пушкăртстанри сакăр, Донецк Халăх Республикинчи пĕр предприятии кĕнĕ. Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе республикăра «Атя, выляма» фестиваль - Пĕтĕм Раççейри ача-пăча теттисен индустрийĕн пĕрремĕш форум-выставки иртнĕ.