Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Ноябрӗн , 17:13

Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе ноябрь уйăхĕн 26-мĕшне Чăваш тĕрри кунĕ тесе палăртнă. Уява чăваш культурин тĕлĕнмелле пуян эткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе çирĕплетнĕ. Шăпах çак кун тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарассишĕн, йăла-йĕркене упраса хăварассишĕн тăрăшнă Екатерина Ефремова тĕрĕ ăстипе художникĕ çуралнă.

Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă

Чăваш тĕррин кунне Чăваш Республикинче çеç мар, ун тулашĕнче пурăнакансем те анлăн уявлаççĕ.  Акă, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен Канашĕпе «Эреш» фольклорпа театр студийĕ те Чăваш тĕррин кунне халалласа савăнăçлă уяв ирттерчĕç. Мероприяти ертÿçисем чӑваш тӗрри асамлă та илĕртӳллӗ, паха та мухтавлӑ пулнине, тӗрěре тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ историйĕ тата ӑсталӑхӗ палăрни çинчен каларěç, уяв ячěпе саламларěç. «Эреш» студи пуçтарăннисене авалхи чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Юрă-ташãра халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи тата вăййи-кулли сăнланать.

 Канаш пайташĕсем чăваш тĕррисен илемĕпе хăйне евĕрлĕхне уçса паракан выставка хатĕрлерĕç пулсан,  Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ял библиотекин ертÿçи Ольга Патраева чăваш тĕррисен кĕнекисен куравне йĕркелерĕ.   

Чăваш тĕррин кунĕ туслă та ăшă лару-тăрура иртрĕ.

Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.

Нина КОБЦЕВА.

Çтерлĕ хули.

Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Тĕрĕ вăл – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне сăнлакан паллă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: