Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Ноябрӗн , 15:00

Пушкăртстанра 2025 çулта çичĕ çĕнĕ шкул хута яма палăртнă

Республика çĕнĕ шкулсем туса лартассипе тата юсассипе Раççейре малта пыракан регионсенчен пĕри шутланать. Çитес çул çичĕ çĕнĕ шкул хута яма палăртнă. Кун пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн 15-мĕш пленарлă ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 2025 çулта çичĕ çĕнĕ шкул хута яма палăртнă
Пушкăртстанра 2025 çулта çичĕ çĕнĕ шкул хута яма палăртнă

 - Çитес çул çичĕ шкул хута яма палăртнă, - пĕлтернĕ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильдар Мавлетбердин. 147 шкула тĕпрен юсанă, 88 шкула юсама палăртатпăр. 5,5 млн тенкине федераллă бюджет уйăрнă.

 - Паян кун  Республикăри адреслă инвестици вĕрентÿ программи валли пур укçа-тенкĕн 25 процентне уйăрнă. Хальхи вăхăтра 12 объект проектпа строительство тапхăрĕнче. Пĕтĕмĕшле хисепĕ 20 млрд тенкĕпе танлашать. Хушма вăй хурассипе çыхăннă пур ыйтăва та уйрăм тимлĕх уйăрăпăр,  - шантарнă премьер-министрăн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ПР экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: