-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Атăлçи федераллă округ мала тухнинчен тĕлĕнмелли çук. Унăн йышĕне Пушкăртстан кĕрет. Унта вара пуринчен ытла нумайрах кăмăс туса кăлараççĕ. Иртнĕ çулхи тăхăр уйăх хушшинче çеç кĕсре сĕтĕнчен тăвакан ĕçмене 800 пин литр хатĕрленĕ. Продукцие регион тулашне те ăсатаççĕ. Çав шутра – экспорта та.
Çĕршывра кăмăс ĕçесси ÿссе пырать. 2024 çулхи декабрьте Раççейре пурăнакансем 95 пин литр ĕçсе янă. Çакă 2023 çулхи декабрь уйăхĕнчипе танлаштарсан, 67% нумайрах.