Федераллă судьясене çирĕплетесси пирки калакан указа алă пуснă
РФ Президенчĕ Владимир Путин федераллă судьясене çирĕплетесси пирки калакан указа алă пуснă. Документа право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ. Ун тăрăх, Ĕпхÿ хулинчи Калинин район сучĕн председателĕ пулма ултă çула Яков Серова çирĕплетнĕ. Çтерлĕ хула сучĕн председателĕн тивĕçĕсене Анастасия Борисова пурнăçлĕ. Ĕпхÿ район сучĕн председателĕн çумĕ Лиана Гареева пулĕ.
Федераллă судьясене çирĕплетесси пирки калакан указа алă пуснă
Пушкăртстан Республикин Аслă сучĕн судйин пуканне Зинаида Подынь тата Елена Саенко йышăнĕç. Давлекан район судйи пулма Элина Мухаметгалеевана çирĕплетнĕ.