Пур хыпар та
Новости
17 Кӑрлач , 11:33

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне ирттересси пирки калакан указ вăя кĕнĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2025 çулта Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ пуласси пирки калакан указа алă пуснă. Документа право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин  çулталăкне ирттересси пирки калакан указ вăя кĕнĕ
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне ирттересси пирки калакан указ вăя кĕнĕ

«1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çитнине халалласа  истори астăвăмне упраса хăварас, асăннă вăрçă ветеранĕсемпе ятарлă çар операцийĕн участникĕсен паттăрлăхĕсем умĕнче пуç тайса Раççей Федерацийĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин  çулталăкне ирттерме йышăнатпăр», - çырнă унта.

Таван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне йĕркелесе ирттерекен комитетăн председателĕ Президент администрацийĕн ертÿçи  Антон Вайно пулĕ.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: