Федоровка районĕнчи полици уйрăмне вырăнта пурăнакан 38 çулхи арçын пулăшу ыйтса пынă. Вăл 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнче илĕртÿллĕ хакпа ăратлă вăкăрсем сутасси çинчен хыпарлакан пĕлтерÿ курнă. Сутаканпа телефон урлă çырăннă хыççăн туянасси пирки килĕшÿ тунă. Федоровка çынни выльăхсене турттарса килнĕшĕн укçа тÿленĕ.
Каярах сутуçă вăкăрсем ÿкернĕ видео янă. Кăшт тăрсан выльăхсене тиенĕ машина ванса ларнине, вĕсене турттарса килесси чарăнса тăни пирки пĕлтернĕ. Туянакан пăшăрханман, мĕншĕн тесен сутуçă çыхăнура пулнă. Часах ăна вăкăрсем çула тухма хатĕрри пирки çырса пĕлтернĕ. Ун хыççăн ултавçă водитель çул çÿретнĕшĕн пысăк укçа ыйтни, хушса тÿлеме тивни çинчен асăрхаттарнă, укçа ярса пама ыйтнă. Арçын укçине выльăхсене илнĕ хыççăн куçарăп тенĕ. «Сутуçă» укçа-тенке каялла куçарса пама сĕннĕ, анчах вырăнта пурăнакан укçине те, вăкăрсене те илеймен.
Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче полици аккаунт Дагестан хулинче пурăнакан 44 çулхи арçыннăн пулнине тупса палăртнă. Унсăр пуçне видеопа сăн ÿкерчĕксем унăн пулманнине те тĕпчесе пĕлнĕ. Айăплă тесе шутланакан çынна тытса чарса полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.