«Пушкăртстанра хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 120 участникĕпе инваличĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче концлагерьте пулнă (вăл вăхăтра вĕсем çулĕ çитмен ачасем шутланнă) 44 узникĕ тата ултă пин ытла тыл ĕçченĕ пурăнать. Çĕршыв пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, ветерансем çитес уявăн, çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ кун, тĕп участникĕсем пулĕç», - пĕлтернĕ ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство ертÿçи Ленара Иванова.
Маларах Владимир Путин 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене е вĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе тивĕçтересси пирки калакан указа алă пуснăччĕ. Юбилей тĕлне паракан 80 пин тенке Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, ветерансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Финлянди тата Япони вăрçисенче вилнĕ çар çыннисен, пурнăçран уйрăлса кайнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсем илĕç.
Çавăн пекех асăннă укçана концлагерьсенче, гетто тата ытти çавăн йышши вырăнсенче пулнисене (ун чухне вĕсем 18 çул тултарман ачасем шутланнă) тÿлĕç.
Çĕршывăн право акчĕсен порталĕнче палăртнă тăрăх, концлагерьсенче, геттосемпе тĕрмесенче ларнă чух 18 çул тултарнисене, çавăн пекех вăрçă вăхăтĕнче тылра (тăшман вăхăтлăха ярса илнĕ территорисенче ĕçлени шутланмасть) ултă уйăхран кая мар ĕçленисене, хастар ĕçленĕшĕн СССР орденĕсемпе тата медалĕсемпе наградăланисене 55-шер пин тенкĕ парĕç.