Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Кӑрлач 2025, 06:33

Чи лайăх студентсене ятлă стипендисемпе чыслĕç

Раççей Çут ĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, педагогика аслă шкулĕсенче вĕренекен чи лайăх студентсене ятлă стипендисем парĕç. Вĕсене Раççейри паллă вĕрентÿ деятелĕсене – А.С. Макаренкăна, В.А. Сухомлинскине, К.Д. Ушинскине, Л.С. Выготскине тата Н.М. Карамзина халалласа çирĕплетнĕ.

Чи лайăх студентсене ятлă стипендисемпе чыслĕçЧи лайăх студентсене ятлă стипендисемпе чыслĕç
Чи лайăх студентсене ятлă стипендисемпе чыслĕç

Документпа килӗшӳллӗн, пилĕк ятлă стипенди валли вуншар студент суйласа илĕç. Стипенди виçи уйăхне 15 пинпе танлашĕ.

 Совет педагогӗ тата çыравçи Антон Макаренко ячӗллӗ стипендие, тӗслӗхрен, вырăс чӗлхи, литература, ют чӗлхе, кӗçӗн классен учителӗ пулас текен студентсем илӗç.

Совет педагогӗ Василий Сухомлинский ячӗллӗ стипенди математика, информатика, физика тата экономика енӗпе вӗренекенсене лекӗ.

Вырăс педагогӗ Константин Ушинский ячӗллӗ стипендие вара биологи, хими, географи енӗпе, педагог тата психолог Лев Выготский ячӗллине творчествăлла направленипе, физкультура, технологи тата пурнăç хăрушсăрлăхӗ енӗпе пӗлӳ илекенсем тивӗçӗç.

Истори, обществознани тата право учителӗсем пулас текенсене вырăс çыравçи тата историкӗ Николай Карамзин ячӗллӗ стипенди парĕç.

Камсем илме пултараççӗ-ха ятлă стипендие? Бакалавриатра е магистратурăра 2-мӗш е аслăрах курссенче вӗренекен пысăк çитӗнӳсем тунă (тӗслӗхрен, профильлӗ олимпиадăра çӗнтернӗ е призер пулнă, наука ӗçĕ  пичетленӗ) студентсем. Вӗсен çавăн пекех сессисенче «3» паллă пулмалла мар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас