Республикăри строительство ведомствин ертÿçин çумĕн сăмахĕсем тăрăх, çĕнĕ поликлиникăсем «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе Благовещенск, Янаул, Учалă, Аскарово, Аскино тата Бакалă районĕсенче ÿссе ларĕç. Вĕсене иртнĕ çул хăпартма пуçланă. Строительсем поликлиникăсене кăçалхи çул вĕçĕнче хăпартса пĕтерсе хута яма шантараççĕ.
- Ултă поликлиникăран пиллĕкĕшне «пĕррере - виççĕ» («три в одном») йĕркепе хăпартатпăр. Урăхла каласан, подрядчик проект тăвассине те, çурта хăпартассине те, вĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерессине те хăй çине илет. Çакă строительство срокĕсене кĕскетме май парать, - паллаштарнă лару-тăрупа Артем Ковшов.