Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
29 Кӑрлач 2025, 10:26

Арçынсен тата хĕрарăмсен уявĕсенче вăрăм канмалли кунсем çук

КРОС коммуникаци агентствин персоналпа ĕçлекен директорĕ Дмитрий Дударев пĕлтернĕ  тăрăх, 2025 çулта февралĕн 23-мĕшпе мартăн 8-мĕшĕнче производство календарĕн уйрăмлăхĕсене пула вăрăм канмалли кунсем пулмĕç.

Арçынсен тата хĕрарăмсен уявĕсенче вăрăм канмалли кунсем  çукАрçынсен тата хĕрарăмсен уявĕсенче вăрăм канмалли кунсем  çук
Арçынсен тата хĕрарăмсен уявĕсенче вăрăм канмалли кунсем çук

Çакă февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ вырсарни кунпа тÿр килнипе, ăна май уйăхĕнчи уяв кунĕсене куçарнипе çыхăннă. 2025 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕ шăмат кунпа тÿр килет. Çак канмалли куна июнь уйăхĕн 13-мĕшне куçарĕç. Çапла майпа куçарнă канмалли кунсем Раççей çыннисене çут çанталăкăн ăшă вăхăтĕнче ытларах канма май парĕç.

Раççейре пурăнакансенчен виççĕмĕш пайĕ май уявĕсене хушма отпуск вырăнне йышăнать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас