Асăннă кĕнекере пирĕн республикăри халăхсен йăли-йĕркисем, ремесли, фольклорĕ, культурипе еткерĕ çинчен каласа панă. Кăларăма пирĕн ентеш, чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсен ăсти, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта пурăнакан Виталий Николаевич Захаров кĕни уйрăмах савăнтарать тата мăнаçлантарать.
Виталий Николаевич – йăла-йĕркесен управçи, аваллăх ахрăмне упраса хăварса хăй аллипе шăпăр, сĕрме купăс, параппан тата шăхлич йышши музыка инструменчĕсем тăвакан ăста.
Тăван халăх культурине упраса хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, пархатарлă ĕçĕшĕн, ăсталăхĕпе хăй ĕçне парăннăшăн чунтан саламлатпăр. Пирĕнпе юнашар çакăн пек çынсем пурăннипе мăнаçланатпăр, çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Çак кĕнеке Пушкăртстанри халăхсен йăли-йĕркипе культурине ĕмĕрлĕхе упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва хавхалантарас тĕлĕшпе тунă тепĕр утăм пултăр.