Лару вăхăтĕнче çамрăксем нумай ыйту сÿтсе яврĕç. Çав шутра тăван халăхăмăрăн чĕлхипе культурине сыхласа хăварасси пирки малалла та ĕçлесси, 2025 çулхи паллă та çавра юбилейсемпе çыхăннă мероприятисемсĕр пуçне çамрăксен форумне ирттересси çинчен те сăмах хускатрĕç. Унсăр пуçне çамрăксен форумĕн логотипĕсен тĕрлĕ варианчĕсене тата ытти йĕркелÿ саманчĕсене сÿтсе яврĕç.
Çавăнтах ПР чăваш çамрăкĕсен Канашĕн çĕнĕ ертÿçине Арсений Иванова тата унăн çумĕсене çирĕплетрĕç.
Арсений Иванов 2006 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пишпÿлекре çуралнă. Хальхи вăхăтра Ĕпхÿ патшалăх нефтьпе техника университетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет. Вăл информаци хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен специалист пулма ĕмĕтленет.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.