Пур хыпар та
Новости
30 Кӑрлач , 16:28

СВО паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ часть командирĕнчен çыру илнĕ

Ятарлă çар операцийĕн участникĕн Ермеккей ялĕнче пурăнакан ашшĕпе амăшĕ  ывăлĕ служба иртекен çар чаçĕн командованийĕ  ятĕнчен Тав çырăвĕ илнĕ.

СВО паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ часть командирĕнчен çыру илнĕ
СВО паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ часть командирĕнчен çыру илнĕ

«Вăл яланах ытти салтаксене пулăшма хатĕр. Çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа хăйсен мăн аслашшĕсен йăли-йĕркисене малалла тăсать, подразделенийĕн, çар чаçĕн çар хатĕрлĕхне ÿстерсе Тăван çĕршывăн оборона пултарулăхне çирĕплетет. Эсир унпа мăнаçланма пултаратăр. Вăл çемье чысне ÿкермен, çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа хăй тата çав тери ырă çынна воспитани парса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ ячĕпе ырă сăмахсене тивĕçнĕ», - çырнă çырура.

Ермеккей район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçынна ятарлă çар операцине 2022 çулта тулли мар мобилизаци витĕмĕпе чĕнсе илнĕ. Служба вăхăтĕнче салтака Шаймуратов генерал, Жуков генерал медалĕсемпе тата «Çарта палăрнăшăн» медальпе наградăланă.      

 

СВО паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ часть командирĕнчен çыру илнĕ
СВО паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ часть командирĕнчен çыру илнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: