Пур хыпар та
Новости
30 Кӑрлач , 09:40

Урал леш енче пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнă

2025 çулта Урал леш енче пĕрремĕш йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ. Çакăн пирки Сибай хулинчи тĕп хула больници пĕлтернĕ.  

Урал леш енче пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнă
Урал леш енче пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнă

Баймак районĕнчи Гумерово ялĕнчи 23 çулхи Айгиза Юлуеван йĕкĕреш ачасем - арçын ачапа хĕр ача - çуралнă.

 - Çамрăк аннепе унăн мăшăрне пепкесем çураличчен çур çул маларах парне кĕтнĕ. Шăпах çавăн чухне, ультрасасă тĕпчевĕ вăхăтĕнче, пулас ашшĕ-амăшĕ вĕсен пĕр ача мар, икĕ пепке пулассине пĕлнĕ. Пепкесем çут тĕнчене йĕркеллĕ аталану çулĕпе килнĕ. Çакă икĕ тата ытла ача йăтса çÿрекен хĕрарăмсемшĕн сайра хутра тĕл пулакан пулăм, - палăртнă Сибай больницинче. 

 Юлуевсем виççĕмĕш тата тăваттăмĕш хут атте-анне пулса тăнă. Тин çуралнă пепкесене Газиз пиччĕшĕ тата Айгузель аппăшĕ чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: