Иглин район администрацийĕн пуçлăхĕ Гузель Насырова «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орденăн медальне тивĕçнĕ.
Çавăн пекех «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степень орденăн медалĕпе ПР Пуçлăхĕн администрацийĕн обществăпа политика аталану управленийĕн пуçлăхне Алексей Дербенкăна тата унăн çумне, уйрăм ертÿçине Александр Самсонова чысланă.
Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн клиникин тухтăрне Азат Баязитова тата çÿлерех асăннă аслă шкулти хушма пĕлÿ паракан институт кафедрин доцентне Салават Исламова «Хăюлăхшăн» II степень медальпе наградăланă.
Гафури районĕнчи Бурун ял Канашĕн ертÿçи Марат Рахматуллин «РФ тава тивĕçлĕ вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
«Мономер» газ уйăракан завод аппаратчикне Ришат Ахмедьянова, Ришат Кантюков электромонтера, тĕрĕслевпе виçев приборĕсен слесарьне тата автоматикне Юрий Патрикеева, Ришат Кантюкова, нефть тирпейлекен заводăн технологи насосĕсен машинистне Рафаэль Сайфутдинова, управлени пуçлăхне Ирина Соломатинана, «Газпром нефтьхим Салават» компанийĕн инженер-механикне Владимир Шкаликова «РФ нефть тата газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă.