Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн , 15:49

«Пушкăртстан вахти» пулăшнипе 500 ытла специалист ĕçе вырнаçнă

Республикăра «Пушкăртстан вахти» проект витĕмĕпе 500 ытла специалист ĕç тупнă. Проектăн кĕске вăхăт хушшинчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата малашлăх планĕсемпе ПР правительствин çак кунсенче иртнĕ ларăвĕнче паллаштарнă. Ăна Андрей Назаров премьер-министр ертсе пынă.

«Пушкăртстан вахти»  пулăшнипе 500 ытла специалист ĕçе вырнаçнă
«Пушкăртстан вахти» пулăшнипе 500 ытла специалист ĕçе вырнаçнă

«Паянхи условисенче промышленность предприятийĕсенче, уйрăмах оборона комплексĕн продукцине кăлараканнисенче, ĕç аллисем çитмеççĕ. Регионта ун йышши производствăсем 66. Асăннă проблемăна татса пама пулăшакан йышăнусенчен пĕри – «Пушкăртстан вахти» проект. Унта пуçласа  «Ĕпхÿри моторсем тăвакан пĕрлĕх» хутшăннă. Паянхи кун предприятире 3,5 пин çын çитмест», - тенĕ Андрей Назаров  регионти кадрсен масштабне палăртнă  май.

Ĕç, çемье тата халăха хÿтлĕх паракан министрăн пĕрремĕш çумĕ Юрий Мельников пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта Пушкăртстанран ытти регионсене вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрекенсен шучĕ 67 пин ытла çынпа танлашнă.

«Пушкăртстан вахти» стратегилле аталану планĕн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Проект кадрсен суйлавĕсене ирттерес енĕпе регионти пур информаци площадкисем урлă республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.  Предприятисем анлă социаллă пакет тата тивĕçлĕ ĕç укçи сĕнеççĕ. Вăл ытти регионсенчи вахта çÿресе илекен ĕç укçипе танлашать, е ытларах та.

«Пушкăртстан вахти» проекта пуçласа Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлĕхĕ хутшăннă. Иртнĕ çул республикăри районсемпе хуласенче кадрсем суйлас енĕпе 44 уçă суйлав ирттернĕ, унта пилĕк пин ытла çын хутшăннă. Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлĕхĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Ĕпхÿ тулашĕнчи 515 çын ĕçе вырнаçнă.  

Предприяти  программăпа ĕçлеттерекен станоксен операторне, механикăна  пуçтаракан слесарь, токарь, анлă профильлĕ станочник, шлифовщик, фрезеровщик, сверловщик, станок тата слесарь ĕçĕсен контролерĕ йышши специалистсене шыраса тупнă.

Андрей Назаров палăртнă тăрăх, «Пушкăртстан вахти» проекта анлăлатас тĕлĕшпе Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлĕхĕн опычĕпе ытти предприятисене те паллаштармалла.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: