-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Данил амăшĕ Наталья Уланова – опытлă предприниматель. Вăл ялта лавккапа кафе тытать. Хĕрарăм ывăлне хăй ĕçне йĕркелеме пулăшнă. Данилпа Кристина çемйисенчи ăруран-ăрăва куçса пынă рецептсемпе тата йăла-йĕркесемпе хавхаланса кайнă. Вĕсем ял çыннисене тин пиçсе тухнă çăкăр, хăтлă кил-çурт лару-тăрăвне сĕннĕ. Предпринимательсем пĕччен пурăнакан ватă çынсене те тимлĕхсĕр хăварасшăн мар. Хăйсем тĕллĕн çÿрейменнисене социаллă ĕçченсем урлă тин пиçсе тухнă çăкăр парса ярасшăн.