- Укçа-тенке «Пилотсăр авиаци системисем» наци проекчĕн витĕмĕпе уйăрнă. Пирĕн республика федераллă проекта пуçласа пурнăçа кĕртнĕ регион шутланать. Наци проектне хутшăнни отрасле тÿрех темиçе çул-йĕрпе аталанма май парать. Пĕрремĕшĕнчен, регионта пилотсем тăвас производство аталанать. Иртнĕ çул конвеер урлă тĕрлĕ йышши тăватă пин пилотсăр аппарат тухнă. Унсăр пуçне вĕсемпе ĕçлеме пĕлекен кадрсем хатĕрлеççĕ – кашни çулах, 2030 çулччен, 2000-шер çын. Халĕ республикăра ку енĕпе çичĕ тĕрлĕ программăпа аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ параççĕ, - тенĕ Андрей Назаров хăйĕн социаллă сечĕсенче.
Унсăр пуçне республикăра пилотсăр вĕçекен аппаратсене ертсе пыракан компаниллĕ наукăпа производство центрĕ уçăлĕ. Андрей Назаров каланă тăрăх, çак тĕллевпе пĕчĕк авиацин «Первушино» аэродромĕн инфраструктурипе усă курма май пур.
Андрей Назаров пĕлтернĕ тăрăх, 2030 çулта Пушкăртстанра пилотсăр вĕçекен аппаратсем валли вунă анса лармалли площадка тăвĕç.
Аса илтерме, 2024 çулхи март уйăхĕнче Пушкăртстанра çĕршыври пĕрремĕш пилотсăр авиаци кластерне регистрациленĕ. Раççей минпромторгĕн реестрне кĕртнĕ регионсем хушшинчи кластер 13 предприятине пĕрлештернĕ. Пушкăртстанрине çеç мар, Тула, Рязань облаçĕсене, Карели Республикине.