Пур хыпар та
Новости
7 Нарӑсӑн , 11:06

Миллиард тенкĕлĕх шкул хăпартĕç

Пушкăртстанри Бурай районĕнчи влаçсем Бурай ялĕнче 500 вырăнлăх виçĕ хутлă шкул хăпартма электрон аукционра подрядчик суйлĕç. Асăннă информацие патшалăх суту-илĕвĕсен сайтĕнче вырнаçтарнă.

Миллиард тенкĕлĕх шкул хăпартĕç
Миллиард тенкĕлĕх шкул хăпартĕç

Контрактăн пуçламăш чи пысăк хакĕ - 1,03 млрд тенкĕ.

Асăннă документпа килĕшÿллĕн, вĕрентÿ объекчĕн пĕтĕмĕшле лаптăкăшĕ  10,7 пин тăваткал  метрпа танлашĕ, ăна лифтпа тивĕçтерĕç. Вĕрентÿ процесĕ 22 класра пурнăçланĕ, вĕсенче 23-шер ача ларĕ.

Çĕнĕ шкулта паянхи самана ыйтнине тивĕçтерекен спорт зони те пулĕ. Унта   футбол лапамĕ, чупмалли сукмаксем, гимнастика тумалли, тĕрлĕ  спорт вăййсем вылямалли лапамсем вырнаçĕç.

Контрактпа килĕшÿллĕн объекта 2027 çулхи сентябрь уйăхĕнче туса пĕтермелле.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: