-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Чи лайăх аталану тирпейлекен (перерабатывающий) сектор кăтартнă, пĕлтĕр унăн кăтартăвĕсем 8,1% ÿснĕ. Энергетикăри ÿсĕм 1,3 процентпа танлашнă.
Производство отраслĕсен хушшинче чи пысăк ÿсĕм апат-çимĕç туса кăларас сферăра (2023 çулпа танлаштарсан +38,4% ), транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани (+28,4%), электрооборудовани (+23%) производствинче палăрать. Çав вăхăтрах сăран тата сăран изделийĕсем туса кăларасси чакнине (-27,9%) палăртмалла. Ку, паллах, асăннă продукцие рынокра ытлашши ыйтманнипе çыхăннă.
Çавăн пекех ÿсен-тăран çăвĕ туса кăларасси те самаях ÿснине асăнса хăвармалла.