+28 °С
Облачно
«Юркич» çар çыннисен кулленхи пурнăçĕ, тăванĕсенчен, çывăх çыннисенчен çырусем килсен кашни салтака савăнăç туйăмĕ ярса илни çинчен каласа панă. Ялти волонтерсене салтаксене пулăшнăшăн тав тунă.
Тĕлпулу хумхануллă та асра юлмалла иртнĕ. Ун йышши мероприятисем хамăр çĕршывпа мăнаçланма вĕрентеççĕ. Чăн-чăн паттăрсем юнашарах пурăннине, хăюлăхпа хастарлăх, Тăван çĕршыва юратни чăн-чăн çыннăн паха енĕсем пулнине аса илтереççĕ.
Мероприятие пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем кĕвĕ номерĕсемпе илем кÿнĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче ятарлă çар операцийĕн паттăрне хăвăртрах çĕнтерÿпе килне таврăнма суннă.