Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
13 Нарӑсӑн 2025, 06:00

Экономика енчен активлă халăх йышĕ паллă

Пушкăртстанстатăн суйлавлă тĕрĕслевĕ тăрăх, республикăра иртнĕ çулхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче 15 çултан аслăрах ĕçлекенсен шучĕ  1,952 млн çынпа танлашнă.

Экономика енчен активлă халăх йышĕ паллăЭкономика енчен активлă халăх йышĕ паллă
Экономика енчен активлă халăх йышĕ паллă

Вĕсенчен 1,921 млн яхăн çын е 98,4% экономика ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшать. Республикăра пурăнакан тата 31,4 пинĕ (1,6%) - Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн критерийĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçсĕр çынсем (урăхла каласан, ĕçленĕ е тупăш паракан ĕç пулнă, тĕрĕслев эрни вăхăтĕнче ĕç шыранă тата ĕçлеме хатĕр).

Маларах пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче Пушкăртстанри вăтам ĕç укçи 65 325 тенкĕрен иртнĕ. Çакă 2023 çулхи 11 уйăх хушшинчи кăтартуран 17,6 процент пысăкрах.

Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче регионти вăтам ĕç укçи 67 365 тенке çитнĕ. Çакă 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнчен 15,9 процент ытларах. Çав хушăрах шутласа кăларнă чăн ĕç укçи 9 тата 7,1 процент ÿснĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас