+28 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Патшалăх комитечĕн çамрăксен политикипе ĕçлекен председателĕ Вито Сабиров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк аграрисемпе республикăри агропромышленнность комплексĕсен ертсе пыракан представителĕсем Ĕпхÿри аслă шкулсем хушшинчи студентсен кампусĕнче тата Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче пуçтарăнĕç.
- Программăра канашлусемпе мастер-классем, ял территорийĕсене аталантармалли стартап-проектсем хатĕрлеме вĕрентекен практика сессийĕсем пулĕç, - палăртнă Вито Сабиров.