Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
13 Нарӑсӑн 2025, 06:47

Пушкăртстанра пурăнакансем 21 пин ытла кĕленче суя алкоголь сутасшăн пулнă

Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Салават хулинче икĕ арçынна алкоголь продукцине саккунсăр майпа салатнăшăн айăпланă. Вĕсенчен сутма хатĕрленĕ 21 пин ытла кĕленче контрофактлă продукци туртса илнĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансем 21 пин ытла кĕленче суя алкоголь сутасшăн пулнăПушкăртстанра пурăнакансем 21 пин ытла кĕленче суя алкоголь сутасшăн пулнă
Пушкăртстанра пурăнакансем 21 пин ытла кĕленче суя алкоголь сутасшăн пулнă

Суд тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, паллă мар арçын Молодогвардеецсем тата Южный урамсенчи тара илнĕ хуралтăсенче  паллă производительсен ячĕсемлĕ алкоголь продукцийĕ туса кăларнă. Судпа айăпланакансене те унта явăçтарнă пулнă.

Вĕсен саккуна хирĕçле ĕçне йĕрке хуралçисем тытса чарнă, сутма хатĕрленĕ 21 пин ытла  кĕленче  контрофактлă продукцие туртса илнĕ.     

Судпа айăпланакансем хăйсен айăпĕн пĕр пайне йышăннă. Суд пĕрне 2 çул та 6 уйăх ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле тата ĕç укçин 10% патшалăха тытса юлма палăртнă. Уголовлă ĕçĕн тепĕр фигурантне 2 çул та 4 уйăха ирĕксĕр хăварнă. Вăл айăплав вăхăтне пĕтĕмĕшле режимлă юсав колонийĕнче ирттерĕ. Контрафактлă продукцие те тĕп тăвĕç.

Саккунсăр  ĕçе йĕркеленĕ çынпа çыхăннă материалсене уйрăм производствăна уйăрнă.  

    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас