Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
13 Нарӑсӑн 2025, 11:34

Раççей гражданĕн присягине вун тăватă çултан парĕç

Раççей гражданĕн присягине вун тăватă çултан пама пуçлаççĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тивĕçлĕ саккун проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă.

Раççей гражданĕн присягине вун тăватă çултан парĕçРаççей гражданĕн присягине вун тăватă çултан парĕç
Раççей гражданĕн присягине вун тăватă çултан парĕç

Патшалăх Думин спикерĕ Вячеслав Володин палăртнă тăрăх, Раççее килсе унăн гражданĕсем пулас текенсен асăннă çĕршыв саккунĕсене пурнăçламалла, йăли-йĕркисене, культурине, историне пăхăнмалла.

 «Эпир хушусем кĕртетпĕр. Енчен те пирĕн саккунсене пăхăнмасан патшалăх гражданлăхсăр тăратса хăварма пултарĕ. Çакă тĕплĕн шутласа тунă меслет. Эпир хамăр граждансен ирĕкне пурнăçлатпăр», - палăртнă Вячеслав Володин.

Граждансем присягăра Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе саккунĕсене, унăн гражданĕсен прависемпе ирĕклĕхне пăхăнма, культурине, историйĕпе йăли-йĕркине хисеплеме, çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме тупа тăваççĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас