Пур хыпар та
Новости
14 Нарӑсӑн , 16:18

Ветеринарсем çулталăк хушшинче 133 млн вакцинаци тунă

ПР Патшалăх комитетчĕн ветеринари енĕпе иртнĕ канашлăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан ветеринарĕсем çулталăк хушшинче 133 млн вакцинаци тата 4,7 млн тĕрлĕ диагностика тĕпчевĕ ирттернĕ. Унсăр пуçне 19,2 млн тăваткал метр выльăх-чĕрлĕх хуралти им-çамланă.

Ветеринарсем çулталăк хушшинче 133 млн вакцинаци тунă
Ветеринарсем çулталăк хушшинче 133 млн вакцинаци тунă

Ларура палăртнă тăрăх, Патшалăх комитечĕ килсĕр-çуртсăр чĕр чунсем ĕрчесе каясран профилактика мерисем ирттерет. Çав шута пĕчĕк чĕр чунсене шута илсе номерсем парасси те,  стерилизацилесси те, вĕсемпе этемле пулма пропагандăласси те кĕрет. Унсăр пуçне йÿнĕрех хакпа стерилизацилесси те, урнă чир ересрен вакцина тумалли кунсем те иртеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 2024 çулта 18 569  килти пĕчĕк чĕр чуна стерилизациленĕ.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: