Пур хыпар та
Новости
17 Нарӑсӑн , 17:44

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин - чи лайăх актерсен шутĕнче

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх,  Чăваш Енре ҫуралса ÿснĕ Владимир Тяптушкин актер «Кинопоискра» чи лайăх актерсен ТОП-10 списокне кĕнĕ.

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин - чи лайăх актерсен шутĕнче
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин - чи лайăх актерсен шутĕнче

Владимир пĕлтĕр экран ҫине тухнă «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ÿкерĕннĕ. Вăл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышăнать.

Владимир Тяптушкин Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче ҫуралса ÿснĕ. Ача чухнех вăл театрпа, литературăпа кăсăкланнă, КВНа хутшăннă. 9-мĕш класс хыҫҫăн Шупашкарти культура училищине вĕренме кайнă, унтан Мускавра ăс пухнă, «Щепкăра» Юрий тата Ольга Соломинсем патĕнче ăсталăхне туптанă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: