Пур хыпар та
Новости
18 Нарӑсӑн , 11:20

Чи çамрăк анне – вун тăваттăра

ПР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта Пушкăртстанри ача çуратмалли çуртсенче 31 028 пепке çуралнă. Ведомствăн кăтартăвĕсем тăрăх, чи çамрăк анне - вун тăватă çулхи хĕр, чи аслă анне вара Пушкăртстанра пурăнакан 52  çулхи хĕрарăм. Чи нумай ача Ĕпхÿ хулинче çуралнă  (9679 ача), иккĕмĕш вырăнта  - Çтерлĕ хули (2149), виççĕмĕш вырăнта – Нефтекамск (1371).

Чи çамрăк анне – вун тăваттăра
Чи çамрăк анне – вун тăваттăра

Министерствăра каласа панă тăрăх, чи пĕчĕк виçеллĕ ача республикăри клиника перинаталлă центрĕнче çуралнă. Вăхăчĕ çитиччен маларах çуралнипе вăл 490 грамм çеç тайнă. Унтах чи пысăк виçелллĕ ача та  çут тĕнчене килнĕ, унăн виçи – 5330 грамм. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: