Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
19 Нарӑсӑн 2025, 07:31

Пушкăртстанри 711 шкула çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç

Кăçал Пушкăртстанри шкулсене технологи тата ОБЖ урокĕсене ирттерме çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтерĕç. Çакăн çинчен правительство канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри 711 шкула çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕçПушкăртстанри 711 шкула çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç
Пушкăртстанри 711 шкула çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç

Çак ĕç «Ачасемпе çамрăксем» çĕнĕ наци проекчĕн витĕмĕпе ирттерĕç. Оборудовани валли 203,5 млн тенкĕ уйăрĕç, 711 шкулти кабинетсене хатĕрсемпе тивĕçтерĕç.  «Тăван çĕршыва сыхласси тата хăрушсăрлăх никĕсĕ» уроксем валли малтанхи медицина пулăшăвĕ ирттерме тренажер-манекен, алăра тытмалли гранатăсем, Калашников автомачĕсен макечĕсем, противогазсем, респираторсем туянĕç. Ĕç урокĕсен кабинечĕсене лазер тата йывăçпа ĕçлемелли станоксем, верстаксем, инструментсем, çĕвĕ машинисем, электричество плитисем тата ытти кухня техники вырнаçтарĕç. «Робототехника» урокĕсем валли  пилотсăр вĕçев аппарачĕсемпе ĕçлеме хăнăхмалли хатĕрсене компьютер çине вырнаçтарĕç. Цифра лабораторийĕ, 3D принтерсем тата интерактивлă хатĕрсем пулĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас