- Пирĕншĕн хамăр территорие хÿтĕлени пĕлтерĕшлĕ, республикăра пыл хурчĕсен пакечĕсен производствине çĕнĕрен пуçарса аталантармалла, - тенĕ вице-премьер – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. - Регионта çулталăк хушшинче 30-35 пин хурт-хăмăр пакечĕ хатĕрлемелле. Çакă республикăна пыл хурчĕсене тĕрĕслемесĕр турттарнипе тухса тăракан йывăрлăхсенчен хăтарма тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парать.
Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, ларура вырăнти хурт-хăмăр пакечĕсен производителĕсене пулăшмалли майсене те сÿтсе яваççĕ.
Çавăн пекех ларура уй-хирсене химипе им-çамланă май утарсене сиен кÿресрен асăрханасси, çав тĕллевпе предприятисемпе хурт-хăмăр ĕрчетекенсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесси пирки те калаçнă.
Çакна та аса илтермелле, Россельхознадзор чирлĕ хурт çемйисене тата хурт амисене илсе кĕме чарнă.
Иртнĕ çул Пушкăртстанра пыл хурчĕсен пакечĕсене вăрттăн турттарнине тупса палăртас тĕллевпе «Пыл хурчĕ» операци иртнĕ. Унта ял хуçалăх министерствин, ветеринари патшалăх комитечĕн, Россельхознадзор, ГАИ ĕçченĕсем хутшăннă.