Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Нарӑсӑн 2025, 11:55

Пушкăртстанра «СВОим» хаçат кун çути курнă

Унăн тĕллевĕ – патриотла воспитани парасси, ентешĕмĕрсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратасси. Кăларăмăн пĕрремĕш номерĕнче вулакансене Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сăмах каланă. 

Пушкăртстанра «СВОим» хаçат кун çути курнăПушкăртстанра «СВОим» хаçат кун çути курнă
Пушкăртстанра «СВОим» хаçат кун çути курнă

«2025 çула Пушкăртстанра Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшу памалли çулталăк тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен эсир пирĕн çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ çынсем. Паян эсир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кун çути курнă «Боевой листокăн» çулне малалла тăсакан хаçатăн пĕрремĕш номерне аллăрта тытатăр. Асăннă кăларăм сире пулăшу парасса, салтаксене çĕнтерÿ патне туртăнма пĕрлештерессе шанатăп!», - тенĕ республика ертÿçи.

Проекта СВО участникĕсем, ветерансем, контрактниксен, мобилизациленĕ çынсен, хăйсен ирĕкĕпе çара кайнисен çемйисем хутшăннă.

- Салтаксем паттăрлăх çинчен историсем каласа пама, патриотла кăмăл-туйăма палăртма, ыттисене чĕнме пултараççĕ. Хаçат çар вĕренĕвĕпе служба мĕнле иртнине, подразделенисен çар условийĕсенчи кулленхи пурнăçне çутатса парать. Вăл салтаксен кăмăл-сипет вăйне çирĕплетме пулăшасса шанатпăр, -  тенĕ «СВОим» кăларăм редакторĕ Гульназ Кутуева.

Хаçатăн страницисенче СВО ветеранĕсене социаллă пулăшу парас, контрактниксене, хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаци йĕркипе çар тивĕçне пурнăçлакансене çăмăллăхсемпе тата патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрĕç. Унсăр пуçне юридици ыйтăвĕсем çине хуравсем парĕç. Çавăн пекех кăларăм çывăх çынсене шырас ĕçре пулăшĕ, салтаксен пултарулăхĕпе паллаштарĕ.

Хаçат ĕçне СВО участникĕсем хутшăннă çавра сĕтелсем урлă йĕркелĕç, салтаксен паттăрлăхне хисеплеме вĕрентекен ÿкерчĕксемпе сăвăсем, юрăсемпе видеоклипсем те пысăк вырăн йышăнĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас