Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Нарӑсӑн 2025, 11:56

Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ

Февраль уйӑхӗн 19-мĕшĕнче Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКА пайташӗсем иртнӗ ҫул тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетсе 6№ вулавӑш ҫуртӗнче (ертÿçи – В.Ю. Зорина) пуху ирттерчӗҫ. Канашлăва сумлӑ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Çав шутра  Çтерлĕ хула ертӳҫин халӑхпа ӗҫлекен ҫумӗ И.Р. Еналиев, Раҫҫей Федерацин чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташӗ В.М. Яковлев пулчĕç.

Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕÇтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ

Сӑмах май каласан,  Владимир Матвеевич пуху умӗн хула администрацинче пулса  П.Н. Шороховпа калаҫнӑ,  ăна Н.Ф. Гаврилов Раççей Геройĕ ятӗнчен Тав ҫырӑвĕ парса чысланă. Павел Николаевич Ҫтерлӗ чӑвашӗсен наципе культура автономийĕ хастар ӗҫленине палӑртнӑ, малашне те саккунлă майпа йӗркеленнӗ ушкӑнпа тачӑ ӗҫлеме шантарнӑ. Пухӑва ҫаплах "Тавах" халӑх ансамблӗн ертӳҫи О.А. Иванова, "Шуратӑл" литпӗрлешӳ пайташӗсем, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗсем, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн чӑваш уйрӑмӗн, выранти нумай профильлĕ колледж представителĕсем, "Боевое братство" ветеранӗсем,  ятарлӑ ҫар операци паттӑрĕсен ҫемйисем тата волонтерсен ушкӑнӗнче тӑракан Ҫтерлӗри чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташӗсем хутшăннă. "Сарпи" ушкӑн "Чӑваш халӑх гимне" пухӑннисемпе пӗрле ура тӑрса юрланӑ хыҫҫӑн О. П. Федорова ЧНКА правлени  председателӗ отчет тума сӑмах илчӗ. Маларах палӑртнӑ хастар юлташсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ, ҫак хисепе И.Р. Еналиев та  тивӗҫ пулчӗ. Пухăннисем отчета алӑ ҫӗклесе ырларӗç. Сакăр  комисси ертӳҫисен отчечӗ те ҫак пӗтӗмлетӗвех кӗчӗ. Сумлӑ хӑнасене те сӑмах пачӗҫ, вӗсен тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравсем памалла пулчӗ. Чи ҫивӗч ыйту Ҫтерлӗ хулинче ачасене  пӗчӗкрен чӑвашла  вӗрентессипе çыхăнчĕ. Отчетлӑ пуху "Телей" ушкӑнӑн "Чӑвашсем-тӑвансем, пӗр-пӗрне пулӑшар-и?" юррипе вӗҫленчӗ.

Тата çакна та каласа хăвармалла. Пухура ЧНКА ретне ҫамрӑксене Вера Михайлована, Алексей Маркина йышӑнтӑмӑр.

ЧНКА пресс-служби.

Çтерлĕ хули.

 

Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Çтерлĕре чăваш наципе культура автонмийĕн отчетлă пухăвĕ иртнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас