Сумлă наградăна Абзелил, Элшей, Авăркас, Баймак, Бакалă, Пелепей, Бурзян, Давлекан, Ермеккей, Зилаир, Иглин, Илиш, Караидель, Киги, Краснокамск, Кугарчă, Мечетлĕ, Мияки, Нуриман, Ĕпхÿ, Учалă, Хайбулла, Чекмагуш, Шаран районĕсемпе Салават, Агидель, Ĕпхÿ хулисенче пурăнакан 50 хĕрарăм тивĕçнĕ.
«Ача амăшĕн мухтавĕ» медале Пушкăртстанра 1998 çулта çирĕплетнĕ. Регионти законодательство тăрăх, ăна пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен хĕрарăмсене параççĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă медале тата унпа пĕрле пама тивĕçлĕ 100 пин тенке 9 пин анне илнĕ.
Çемье çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Пушкăртстанра ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн 306 çемье патшалăх наградине тивĕçнĕ. Вĕсенчен улттăшне «Ача амăшĕ - героиня» орденпа наградăланă (вĕсем пурĕ саккăрăн), тăхăр çемье «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орден медальне, вунă çемье «Ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕ» медале, 281 хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.