+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Тасатнă пулла пысăк татăксене касăр. Кефира вĕтетнĕ ыхрапа, имбирьпе тата ытти специсемпе хутăштарăр та пулă çине ярса çур сехет лартăр. Çĕр улмине хуппинчен тасатса çурма хатĕр пуличчен шывра тăвар ярса пĕçерĕр, унтан пысăк татăксене касăр. Тип çу сĕрнĕ формăна сийпе çĕр улмипе пулă хурăр, кефир шĕвекне çиелтен ярăр. Çĕр улми сийĕ çиелте пулмалла. Духовкăна 20-30 минута пĕçерме лартăр.
Инга ВАСИЛЬЕВА хатĕрленĕ.