+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Чекмагуш тата Авăркас районĕсенчи аграрисем 10 пин тонна ытла таварлăх сĕт суса илнĕ. Чекмагушсем темиçе çул хушши малта пыракансен шутĕнче пулнă пулсан, кăçал Авăркас районĕнчи хуçалăхсем февраль уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне 10,7 пин тонна сĕт суса палăрмаллах малалла кайнă. Çакă иртнĕ çулхи кăтартуран 2,8 пин тонна ытларах.
Таварлăх сĕт суса илессипе малта пыракан пилĕк район шутне çавăн пекех Илиш (8,9 пин тонна), Дюртюлĕ (6,5 пин тонна) тата Мелеуз (6 пин тонна) районĕсем кĕреççĕ.