Урал сасси
+28 °С
Облачно
Новости
27 Февраля 2025, 09:17

Ветерансене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе наградăланă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ветеран-фронтовиксене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа» медальпе наградăланă. Чаплă церемони  Ĕпхÿ Канашĕн ларăвĕнче иртнĕ. Сумлă наградăна республика ертÿçи аллинчен 2025 çулта 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен Сафуан Басыров, Родин Лобанов тата Геннадий Филиппов илнĕ.

Ветерансене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе наградăланăВетерансене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе наградăланă
Ветерансене Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе наградăланă

Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ тĕлне паракан медале тĕп хулара пурăнакан  Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1487 ветеранĕ тивĕçнĕ.

Аса илтерме, сумлă наградăна РФ Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ. Медале çар çыннисене, тыл ĕçченĕсене, çулĕ çитмен чухнех концлагерьсенче, гетто лагерĕсенчен пулнисене, СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен йышĕнче çапăçнă ют çĕршыв гражданĕсене те парĕç.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас