Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
27 Нарӑсӑн 2025, 10:20

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче республика шайĕпе иртекен «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсăн зоналлă тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса Ҫтерлĕ, Ĕпхÿ хулисенчи тата Ҫтерлĕпе Иглин районĕсенчи вĕренекенсем хутшăнчĕҫ.

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурса чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 3-мĕш курс студентки Ольга Никитина ертсе пычĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакансене пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ А.Ф. Утяев, тутар тата чăваш филологи кафедрин пуҫлăхĕ И.С. Мансуров пурне те ăнăҫу сунса саламларĕҫ.
Конкурсăн жюри пайташĕсем Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче вăй хуракан Л.А. Афанасьева доцент, Çтерлĕ хулинчи патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн илемлĕ сăмах ăсти Н.А. Спиридонова, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Елизавета Денисова студентка пулчĕҫ. Конкурс координаторĕ Л.В. Коротаева доцент пулчĕ. Конкурса хутшăнакансем Мĕтри Мишшипе Геннадий Даниловăн сăввисене ҫепĕҫҫĕн вуласа савăнтарчĕҫ.
Пĕрремĕш тапхăрта мала тухнă сăвă вулакансене пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕнче ырă сунса кĕтсе илетпĕр! Пурне те ăнăҫу сунатпăр!


Ольга Никитина, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн 3-мĕш курс студентки.

Çтерлĕ хули.

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
«Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс – Çтерлĕре
Автор:
Читайте нас