Пур хыпар та
Новости
28 Нарӑсӑн , 15:49

Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç

Çулсерен февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин ялавĕн кунне паллă тăватпăр. Кăçал та вăл манăçа тухмарĕ. 1992 çулхи çак кун Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашĕ çĕнĕ ялав çирĕплетнĕ. Вăл республика патшалăхĕн официаллă символĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç

 Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи ача садĕнче Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕн кунне халалласа уяв мероприятийĕ иртрĕ. Ача сачĕн воспитанникĕсем  патшалăх символики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлартрĕç, патшалăх ялавне чаплă мероприятисем вăхăтĕнче хăпартнине, çав вăхăтрах яланах Раççей Федерацийĕпе Пушкăртстан Республикин гимнĕсене шăрантарнине пĕлчĕç.

Кашни çыншăнах чи хакли вăл  - Тăван çĕршыв. Çавăнпа та патшалăх символĕсем пирĕншĕн çывăх  та хаклă. Вĕсем пирки çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен аса илтерни вырăнлă пулăм.

Татьяна ВАЛЬЩИКОВА.

Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Патшалăх симолики пирки хăйсен пĕлĕвĕсене анлăлатрĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: