Пур хыпар та
Новости
28 Нарӑсӑн , 16:30

Профессионал артистсенчен кая мар вылярĕç

Пишпÿлек районне кĕрекен Ситекпуç ялĕнчи культура çуртĕнче хăйпултарулăх артисчĕсем Нина Семенова çырнă «Çичĕ чашăк, çичĕ кашăк» драма тăрăх пĕр ятлă спектакль (вырăсларан Владимир Аптраман куçарнă) лартнă.

Профессионал артистсенчен кая мар вылярĕç
Профессионал артистсенчен кая мар вылярĕç

Хайлавăн тĕп сюжечĕ çапларах. Вăрçă нумай инкек илсе килнĕ. Пирĕн тĕнче салтаксен юнĕпе, тăлăха юлнă арăмĕсемпе ачисене çухатнă амăшсен куççулĕсемпе исленнĕ. Вăрçă хыççăн çуртсем кичеммĕн те çурма тăлăххăн ларнă. Вĕсенче вăрахчен хурлăхпа пĕчченлĕх хуçаланнă.

Хуйхă пĕр пÿрте те айккинчен пăрăнса иртмен, кашни килтех çемье пуçне тата тăрантаракана çухатнă. Пĕччен пурăнакан Архиповнан çемйинче вара çичĕ çăлтăр: ултă ывăлĕ те вăрçа кайнă та каялла таврăнайман. Кĕçĕнни партизансем патне тухса тарнă. Пĕррехинче ăна нимĕçсем тытнă та ял варринчех, комендатура патĕнче, çакса вĕлернĕ.

Вăрçă тахçанах вĕçленнĕ, анчах амăшĕ халĕ те сĕтел çине çичĕ чашăк лартать тата çичĕ кашăк хурать, ывăлĕсене пăтăпа тата купăста яшкипе сăйлать. Хĕрарăма халĕ те ачисем сывă пек туйăнаççĕ. Вăхăт вăрçă суранне сиплеймест.

Актерсем чуна пырса тивмелле выляни залра ларакансене, вăл вара туп-туллиехчĕ, тарăн шухăша ячĕ. Артистсене хавхалантарма тусĕсемпе тăванĕсем, ял çыннисем, юнашар Йăлпăлак ялĕнче пурăнакансем килнĕччĕ.

Архиповна рольне Лидия Ерастова вылярĕ. Унăн кашни монологĕ чĕрене пырса тиврĕ. Культура çурчĕн çамрăк ĕçченĕн рольне Алена Федорова калăпларĕ. Вăрçă кашни çемьенех пырса тивнĕ. Ун пирки хăйсен монологĕсенче Люся (Лидия Павлова), Маня (Галина Листопадова) каласа пачĕç. Наталья Плотникова (Дуня ролĕнче), Светлана Митрофанова (Света), Надежда Иванова (Настя) хăйсен геройĕсен характерĕсене тĕрĕс уçса пачĕç. Хуйхă пĕрлештерет: спектакль геройĕсем Архиповнăна чунтан шеллеççĕ, унăн асапне ăнланаççĕ.

Куркансем ура тăрса алă çупрĕç. Нумайăшĕн куççулĕсем те тухнăччĕ. Çакă спектакль çÿллĕ шайра иртнине çирĕплетет.

Инна НИКИФОРОВА, культура çурчĕн ĕçченĕ.

Пишпÿлек районĕ,

Ситекпуç ялĕ.      

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: