Пур хыпар та
Новости
28 Нарӑсӑн , 16:15

Шăпăрлансем те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне хаклама пĕлеççĕ

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ - ача садне çÿрекенсемшĕн патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе питĕ усăллă пулнине палăртмалла. Мĕншĕн тесен ачасен ăс-тăнĕнче мĕн пĕчĕкренех Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсемпе мăнаçланасси, вĕсем пек пуласси йĕркелет. Çавăн пекех ачасем паттăр та хастар пулма ĕмĕтленеççĕ, арçын ачасем ашшĕсемпе аслашшĕсем пекех салтак пуласшăн ăнтăлаççĕ.

Шăпăрлансем те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне хаклама пĕлеççĕ
Шăпăрлансем те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне хаклама пĕлеççĕ

Кашни çулах пирĕн ача садĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн эрне тăршшĕпех мероприятисем иртеççĕ. Уяв витĕмĕпе ачасемпе тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне сăвă-калавсемпе паллашаççĕ, салтаксем çинчен презентацисем пăхаççĕ. Воспитательсем ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕсен салтак тумĕллĕ сăн ÿкерчĕкĕсемпе хаçат та кăларчĕç. Юлашки çулсенче тата чылай ача «Салтака валли открытка» акцие те хутшăнать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем валли СВОна  хăйсен аллисемпе илемлетнĕ открыткăсем ярса пачĕç.

Эрне вĕçĕнче ачасем садике ашшĕсене, пиччĕшĕсене уява йыхравларĕç, çывăх çыннисене сăвă-юрăпа, ташăсемпе савăнтарчĕç. Ашшĕсем те вăйăсене, эстафетăсене хаваспах хутшăнчĕç. Уяв питĕ хаваслă иртрĕ.   Ачасем çывăх çыннисене парнесем валеçрĕç.

Ирина ТИМОФЕЕВА, ача сачĕн воспитателĕ.

Пелепей районĕ,

Алексеевка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: